|
Тухăç Австралине 1770 çулта Аслă Британи шутне кĕртнĕ, 1788 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш колони никĕсленĕ. Халăх йышĕ ӳснĕ май Австралире ултă хăйсене çеç пăхăнакан колонисем йĕркеленнĕ. 1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çак ултă çĕр федерацине пĕрлешнĕ. Ку самантран пуçласа Австрали демократиллĕ тытăмпа пурăнать.
ГеографиАвстрали кӳршисем: çурçĕр енче — Индонези, Тухăç Тимор тата Папуа—Çĕнĕ Гвиней; çурçĕр-тухăçра — Соломон утравĕсемпе Вануату; кăнтăр-тухăçра — Çĕнĕ Зеланди. Папуа — Çĕнĕ Гвинейпе материклĕ Австрали хушши 150 çухрăм. ИсториПĕрремĕш çынсем Австралине 42−48 пин çул каялла çитнĕ. Вĕсем паянкунхи Австралин вырăнти халăхсен ватă аслашшĕсем пулаççĕ. Кунта вĕсем Кăнтăр-Тухăç Азинчен куçса килнĕ. Вырăнти халăхсем сунар ĕçĕпе пурăннă, çырла тата ытти çимĕçсене пуçтарса çинĕ, хăйсен авалхи йăлисене тытса тăнă, çĕре пуççапнă, «тĕлĕксен сĕмĕпе» пурăннă. Торрес пырĕн утравĕсенче пурăнакансем — меланезисем — çĕр çинче ĕçлесе пурăннă. 1606 çулта Вилль Янц (нидерл. Willem Jansz), Duyfken ятлă голланди карапĕн капитанĕ, Австралине уçнă. XVII ĕмĕрте голландсем хут çине анăç тата çурçĕр çыранĕсене Çĕнĕ Голланди ятпа карттăсем çине ӳкерсе илнĕ, анчах та кунти çĕрсем çине куçма шутламан. 1770 çулта Джеймс Кук (акăлч. James Cook) материкăн тухăç çыранне уçнă, ăна вăл вара Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (акăлч. New South Wales) ят хунă та Британи çĕрĕсем çумне хушнă. Америкăри колонисене çухатнă хыççăн Британи кунта вăрă-хурахсене ссылкăна яма пуçлать. Британи колонийĕ Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс Сидней пурăну вырăнĕнчен пуçланса кайнă, ăна Артур Филип капитанĕ 1778 çулхи кăрлач, 26 кунĕнче никĕсленĕ. Ван Димен (паянкунхи Тасмани) çĕрне 1803 çулта пуçласа янă, 1825 çулта çак çĕр уйрăм колони шутне кĕнĕ. Аслăбритани континентăн ытти çĕрĕсене (паянкунхи Анăç Австралине) 1829 çулта хăй çумне çыпăçтарнă. Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс çĕрĕсенче Кăнтăр Австрали (1836), Виктори (1851) тата Квинсленд (1859) колонисене йĕркеленĕ. Викторипе Кăнтăр Австрали çĕрĕсене «ирĕклĕ колонисем» тесе туса хунă, унта ирĕксĕр куçарнă çынсем пурăнман. Анăç Австрали те «ирĕклĕ» пулнă, анчах каярахпа ĕçлекенсем çитменнине пула ирĕксĕрлесе янă çынсене те йышăнма тытăннă. Аборигенсен шучĕ, малтан 350 пин пулнă пулсан, 150 çул хушши питĕ хытă чакнă, çак вăл куçса лекекен чирсенчен те, хӳтĕрлесе урăх çĕре пурăнма куçарнинчен те. 1967 çулхи референдумпа аборигенсем гражданлăх правине çĕнсе илнĕ. Австралин Çӳлти сучĕ Mabo v Queensland (No 2) ĕçĕ пирки йышăнăвĕ Австралире колонизаци пуçланнă чухнехи «никамăнмар çĕр таврашĕ» япалана пĕтернĕ, аборигенсен çĕр прависене саккун шутне çырнă. 1855 — 1890 çулсенче ултă британи колонисене хăйнехăйпуласлăха (выр.-самоуправление) панă, вĕсем 1901 çулхи кăрлач, 1 Австрали федерацине доминионсен шучĕпе кĕнĕ.
ПайланăвĕХалăхĕАвстралин тĕп халăхĕ — XIX тата XX ĕмĕрсенчи иммигрантсен тăхăмĕсем, вĕсенчен чылайăшĕ Аслă Британипе Ирландирен куçса килнĕ. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи хыççăн халăх йышĕ иммиграцине пула 4 хутчен ӳснĕ. Официаллă чĕлхе — акăлчан чĕлхи (австрали акăлчан чĕлхи). ÇутçанталăкĕХуçалăхĕУявĕсем
Çавăн пекех пăхăр
|
|||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net