|
Рифкат Газизянович Ахметьянов (тут. Әхмәтьянов) — тутар филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕПушкăртри Иглин районĕнчи Турпаслă ялĕнче 1933 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Пушкăрт патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вырăс чĕлхипе литератури тата акăлчан чĕлхи вĕрентӳçинче, 1963 - 1995 çулсенче Тутарстанăн Ăслăлăх акдемийĕн чĕлхепе литература тата истори институтĕнче ĕçленĕ. 1969 çулта "Этимологические основы лексики татарского языка" темăпа кандидат дисертацине, 1933 çулта "Татарский язык в Волго-Камском языковом союзе" доктор тĕпчевне хӳтĕленĕ. 3 томпа тухнă "Тутарла-вырăсла пысăк словарĕ" пухса хатĕрлекенсенчен пĕри шутланать. Тĕпрен илсен, унăн ĕçĕ-хĕлĕ лексикологипе историллĕ фонетикăпа çыхăннă. Чĕлхеçĕ чăваш чĕлхине тишкерсе тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ çырнă. Стерлитамакри педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе фольклорне вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра Пушкăрстанри Бирск хулинчи патшалăх педагогика институтĕнче тĕрĕк тата финн-укăр филологийĕн кафедрин пуçлăхĕ. КĕнекисемУйрăм кăларăмсем
Статйисем
|
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net