|
Article on other languages:
|
Вăрçă — политика пĕрлĕхĕсен (патшалăхсем, йăхсем, политика ушкăнĕсем тата ыттисем те) хушшинче тухнă хĕç-пăшаллă хирĕçӳ. Карл Клаузевиц çырнă тăрăх, вăрçă вăл урăх мелсем çине куçнă политика çеç. Вăрçă вăхăтĕнче хĕç-пăшалпа кăна мар, çавăн пекех экономика, дипломати, тата ытти мелсемпе те усă кураççĕ.
Вăрçă пуçланса кайни, унăн тĕсĕсемВăрçăсем пуçланса кайнин тĕп сăлтавĕ — политикă ушкăнĕсем хăйсен тулашĕнчи тата шалти пулăмĕсене пурнăçа кĕртес шутпа хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе усă курни. Тепĕр енчен, европа обществисем, XX ĕмĕрте çав тери аркатуллă вăрçăсем алхаснă хыççăн, лăпкăлăхра пурăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем темле улшăнусенчен питĕ хăраса пурăнаççĕ. Çакна совет обществинче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăн «Вăрçă çеç ан пултăр» идеологема питĕ уçăмлă кăтартать. XIX ĕмĕрте çарсене халăха вăрçма мобилизацилеме ксенофоби сĕмĕпе усă кураççĕ. Вăрçă сăлтавĕсем тата тĕсĕсемӲкĕтленӳ (пропагандă) енĕпе вăрçăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:
Вăрçă сарăлнин шайĕпе вырăнти тата тĕнче хирĕçĕвĕсем пулаççĕ. Вăрçăн историллĕ тĕсĕсемАвал тĕнчин вăрçисемВăтам ĕмĕрсен вăрçисем
Вăрçă тапхăрĕВăрçă пуçланса кайсан — вăрçакан çĕршывсем хушшинчи дипломатии ĕçĕсемпе урăх хутшăнусем чарăнса лараççĕ, вĕсем хушшинчи килĕшӳ хучĕсем тата ытти çыхăнусем хăйсен паллине çухатаççĕ. Çаплах, тĕслĕхрен, 1904—1905 çулсенчи Вырăс-япун вăрçи пуçлансан Раççейпе Япони хушшинчи XIX ĕмĕрте хучĕ Сахалинпа Курил утравĕсем çинчен çирĕплетсе çырнă килĕшӳ хучĕсем хăйĕн вăйне çухатнă пулаççĕ. Этемлĕх историнчи вăрçисемXIX ĕмĕрчен вăрçăсен экономика никĕсĕ ансăр пулнă, вара вĕсенче сахал çынлă çарсем çеç хутшăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче, уйрăмах XX ĕмĕртенпе вăрçă экономики çапăçакан енсен хăватне чылай туртать, хăйĕн тамăк кустарми çине нумай миллион халăх-çынна туртса кĕртме тытăнать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 70 млн. ытла çын хутшăннă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче — 110 млн. Этемлĕх кун-çулĕнче вăрçăсем пирки пĕр тĕслĕ сӳтĕ-яву çук. Хирĕçекенсен тĕллевĕсемВуламалли
== Каçăсем ==
Çавăн пекех пăхăр |
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net