|
Васильева Елизавета Фёдоровна, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доценчĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳ ĕçченĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕн 1 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă. Пурнăçĕ1950—1954 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1954-1959 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант (1959—1967), Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант, чăваш чĕлхи кафедринче ассистент пулса ĕçленĕ (1971—1981). 1982 çулта «Лексические синонимы в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ (1983—1996). 1996 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче вăй хурать: хальхи чăваш чĕлхипе авалхи тĕрĕк чĕлхине, тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикине вĕрентет. Елизавета Васильева наукăпа тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: пĕтĕмĕшле тюркологи ыйтăвĕсем, лексикологипе лексикографи, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулсенчи чăваш чĕлхин методики, чĕлхе культури, чăваш литература чĕлхин историйĕ. Ĕçĕсем
Литература
|
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net