|
Енĕш Виталий Григорьевич, — прозаик, сăвăç, тăлмач. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 19 Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. 1978 çулта СССР ÇП членĕ шутне кĕртнĕ. 1992 çулта Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. ПурнăçĕМускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Аургаз район хаçачĕнче пĕр вăхăт вăй хунă. «Капкăн» журналăн отдел заведующиĕ тата яваплă секретарĕ, Чăваш АССРĕн Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн литконсультанчĕ, СССР Литфондĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă. Халĕ Пушкăртстанта Стерлĕ хулинче пурăнать. ĔçĕсемКалавсем, сăвăсем, повеçсем çырать, ăста сатирик. «Вăтăр пĕрмĕш мăкăль», «Пĕçерккĕ» (1980), «Сĕреке» (1981), «Чун кăварĕ» (1987) тата ытти кĕнекеcем те тухнă. Пурĕ 15 кĕнекере унăн ĕçĕсем пичетленнĕ. |
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net