Иль тата Вилен (франц.Ille-et-Vilaine) — Францин хĕвеланăç енче вырнаçнă, Бретань регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 35. Администрациĕ Рен хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 903,4 пин (1999) çын.
Департамент шутне 4 округ, 53 кантон тата 352 коммуна кĕреççĕ.
Истори
Иль тата Вилен — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Бретань провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Иль тата Виленюханшыв ячĕсенчен пулса кайнă.