Инди-европа чĕлхисем

Article on other languages:

Инди-европа чĕлхисем, — тĕнчери чи пысăк чĕлхе пĕрлĕхĕсен шутне кĕреççĕ. Çĕр çинчи пур контитент çинче те сарăлнă, пурĕ 2,5 млрд. çын калаçать.

Истори

Инди-европа чĕлхисем кăк инди-европа чĕлхинчен пулса кайнă. Вăл чĕлхепе 8-10 пин çул каялла пурăннă çынсем калаçнă. Чĕлхе хăш вырăнта çурални çинчен темиçĕ гипотеза пур. Пĕрисем Хĕвелтухăç Европăра, теприсем Малти Азире, виççĕмĕшĕсем Европăпа Ази пĕрлешнĕ вырăнти сĕсĕнхирсенче çуралнă теççĕ.

Ушкăнсем

Инди-европа чĕлхисен юпписем: армян, анатоли, балти, герман, грек, инди, иран, иллири, итал, кельт, роман, славян, тахор чĕлхисен ушкăнĕсем. Итал, анатоли тата тохар ушкăнĕсене чĕрĕ мар чĕлсем çеç кĕреççĕ.

This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.


Giant Panda

Mercedes Car
James Bond Guide
This site monitored by SitePinger.net