|
|
Итали, — Европăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Рим.
Италипе юнашар Франци, Швейцари, Австри тата Словени вырнаçнă. Итали çыранĕсем Тиррен, Вăтам Çĕрсен, Иони тата Адриатика тинĕсĕсем хĕррине тухаççĕ. Итали ытларах пайĕпе Апеннин çурутравĕ çинче вырнаçнă. Çавăн пекех Итали шучĕнче Сардинипе Сицили утравĕсем (чи пысăккисем) шутланаççĕ.
|