Крит

Article on other languages:

Крит (грек. Κρήτη) — грексен чи пысăк утравĕ.

Тупмалли

Географи

Вăтаçĕр тинĕсĕнче 5-мĕш вырăнта, Европăран 110 çухрăмра, Азирен 175 çухрăмра, Африкăран 300 çухрăмра вырнаçнă. Крит утравне виçĕ тинĕс хумĕсем — Ионик, Ливи тата Эгей — çапăнаççĕ. Крит — Грецин 13 çĕрĕсенчен пĕри. Патшалăхăн чи пысăк, Тухăç Вăтаçĕртинĕсĕнче иккĕмĕш (Кипр утравĕ хыççăн) утравĕ. Эгей тинĕсĕн кăнтăр енче пулать. Тĕп хули — Ираклион. Çĕр лаптăкĕ — 8336 çм². Çыранĕсен вăрăммăшĕ — 1046 çухрăм. Крит çĕрĕсем туллă-сăртлă. Ту тăрăхĕсем утрава анăçран тухăçалла тухаççĕ, вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ:

  • Шурă Тусем е Лефка Ори, анăç енче (çӳллĕшĕ 2452 м. çитет)
  • Ида е Псилорит, утрав варинче (çӳллĕшĕ 2456 м. таран)
  • Диктей е Ласифи тăвĕсем (2148 м. çӳллĕш).

Крит утравĕн тăвĕсем çинче çĕр ĕçĕсене тытмалли нумай тухăçлă çĕрлĕ тата çителĕклĕ нӳрĕклĕ платтăсем пур. Пысăкраххисем: Ласифи якатăвĕ, Омалос якатăвĕ тата Ниды якатăвĕ. Çапла та тусенче чылай чул хăвăлĕсем, нумайăшне авал чӳк вырăнĕ туса усă курнă, çакăн пирки чылай археологи тупăнăвĕсем пĕлтереççĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: Диктей, Идей, Мелидон (Апокорон çĕрĕнче), Омалоса чул хăвăлĕ (Ханьи çĕрĕнче) тата Сентони чул хăвăлĕ (Рефимно çĕрĕнче). Крит çинче шывсем-кӳлĕсем сахал, вĕсем пĕчĕк çеç, пĕр кӳлĕ çеç — Курна, вăл Апокорон çĕрĕнче.

Климачĕ

Крит икĕ климат тăрăхĕсенче — Вăтаçĕртинĕс тата Çурçĕр-Африка. Утравĕн климачĕ умеренный (чăвашла куçарма кирлĕччĕ: вăхăтлă, чухă, шутлă...). Нӳрĕклĕхĕ чылай пулма пултарать, тинĕсе çывăхлăхран килет. Хĕлсем çемçе, анчах та çилĕллĕ. Айлăмсенче юр патах ӳкмест, çапах та туллă çĕртре часах çăвать. Çу тăршшипех вăтам температура утрав çинче +20 — +30 °C. Çак йĕркерен тухакан Критăн кăнтăр çыранĕ шутланать, вăл вара Çурçĕр-Африка климачĕн тăрăхĕнче, çавăн пирки кунта çусем шăрăхрах, хĕлсем çемçерех.

Утрав çĕрĕсем

Крит утравĕ — Грецин аяк çĕрĕ шутланать. Вăл тăватă çĕрснчен (облаçсенчен, провицисенчен, номсенчен (греч. νομοί)тăрать:

Хулисем

Пысăкраххисем çаксем пулаççĕ:

Халăхĕ

Критра 2005 çулта халăхĕн шуче 650000 çын пулнă.

Курса çӳремеллисем

Крит утравĕ çинче археологсем чакаласа тупнă авалхи вырăнĕсем: Кноссе, Малье, Фесте, Гортине тата ыттисем те; Ретимно хулинчи Фортецца ятлă Венеци карманĕ, Самари ту хушăкĕ. Крит Миной цивилизацин (пирĕн эрăччен 2600 - пирĕн эрăччен 1400) тĕп вырăнĕ пулнă, вăл ĕнтĕ Европăра чи ватти шутĕнче пулать.

This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.


Giant Panda

Mercedes Car
James Bond Guide
This site monitored by SitePinger.net