Макролингвистика(Контекстла) тата Микролингвистика(Ниме пăхăнман): Контекстла лингвистика чĕлхен тĕнчери вырăнне, пĕлтерĕшне, обществăлла функцине, калаçма вĕреннине, каланипе илтнине тĕпчет. Микролингвистика вара чĕлхене уйрăммăн, унпа çыхăннă тулашри пулăмсене шута илмесĕр тĕпчет.
Синтаксис — сăмахсем пĕр пĕрин çумне предложенире еплерех çыпăçнине тĕпчени.
Семантика — сăмах пĕлтерĕшĕ, сăмахсем пĕрлешсе предложени пĕлтерĕшлетни çинчен вĕрентни;
Прагматика — тӳрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшлĕн калаçнине палăртни, пуплеве тĕллев тĕлĕшĕнчен тĕпчени;
Историлле лингвистика - историн тĕрлĕ тапхăрĕсенче чĕлхесем пĕр пĕринпе епле çыхăннине лексикăри, морфологири, синтаксисри пĕрпеклĕхĕсене кăтартса ăнлантарса паракан вĕрентӳ.
Лингвистикăлла типологи - мĕнпур этем чĕлхисенче тĕл пулакан грамматика пулăмĕсем çинчен вĕрентни.