|
Article on other languages:
|
Местоимени, — ят сăмахсен (япала ячĕсен, паллă ячĕсен, хисеп ячĕсен) пĕлтерĕшĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан, анчах вĕсен ячĕсене кăтартман пуплев пайĕ (эпĕ, эсĕ, вăл, хам, хăй, ку, çак, леш, кам, мĕн, мĕнпе). Местоименин конкретлă пĕлтерĕшĕ пуплевре çеç палăрать. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ылмаш терминпа усă курнă. Пĕлтерĕшĕпе грамматика паллисем тăрăх местоименисем тĕрлĕ пуплев пайĕсем евĕрлĕ:
Чăваш чĕлхинче местоименисем çичĕ ушкăна уйрăлаççĕ:
Япала ячĕ евĕрлĕ местоименисем пурте вĕçленеççĕ, нумай хисепре пулаççĕ (эпе — эпир, вăл — вĕсем, хам — хамăр, кам — камсем, çав — çавсем). Сăпат местоименийĕн пуçламăш форми вĕçленӳ парадигминче тĕп падежра çеç сыхланса юлать, ытти падежсенче сăмах тĕпĕ улшăнать (эпĕ — манăн, мана, эсĕ — санăн, сана...). Таврăну местоименисем сăпат тата хисеп тăрăх улшăнаççĕ (1 с. хам — хамăр, 2 с. ху — хăвăр, 3 с. хăй — хăйсем); япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ. Çуклăх тата паллă мар местоименисем — пулăвĕ тĕлĕшĕнчен иккĕмĕшле сăмахсем:
Ыйту местоименисем пуплеври хутсăр предложенисене ыйтуллă тăваççĕ (Кам калас тет? Кам пĕлет?). Хутлă предложенире вĕсем пăхăнуллă предложенире тĕп предложенипе çыхăнтарма пулăшаççĕ (Кам ĕçлемест, çав çимест). Хăш-пĕр местоименисем чăваш чĕлхинче -ашкал (-ешкел) аффикс йышăнма пултараççĕ (манашкал, санашкал, пирешкел), ун пек формăна местоименин евĕрлĕх форми теççĕ. Вăл сăпат, таврăну тата кăтарту местоименисенчен пулать (санашкал, хăвнашкал, çавнашкал). Кунашкал формăри местоимени ытларах япала ятне ăнлантарать, глаголпа та çыхăнма пултарать. [[ Синтаксис]] тĕлĕшĕнчен местоименисем предложенин пур членĕсем те пулма пултараççĕ. Литература
|
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net