|
Монголи (монг. Монгол), официаллă ячĕ Монгол Республики (монг. Монгол Улс) — Тĕп Азире вырнаçнă патшалăх. Çурçĕр енче чикки Раççейпе, кăнтăр енчи — Китайпа юнашар иртет, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Çĕр лаптăкĕ — 1 564 116 км². Тĕп хули — Улан Батор.
Географи
Халăхĕ
Халăхĕ — 2 832 млн çын (2006, утă). Халăхăн 85% — монголсем, нумайăшĕпе халха-монголсем (çав шутра элжгин тата дариганга ушкăнĕсем (31 900 çын, 2000), татах хотогойт-монголсем, дархатсем, сартулсем, зун-узумчинсем (1700 çын, 1945), урянхайсем (25 200 çын, 2000), хотонсем, бурятсем (70 пин), шинэ-баргутсем (1000 çынна патнелле, 1947), захчинсем (29 800 çын, 2000), торгутсем, баятсем (50 800 çын, 2000), хошутсем, мянгатсем, олётсем, харачинсем, чахарсем, тумэтсем), 7% — казахсемпе кăркăссем, 4,6% — дурбетсем (анăç-монгол йăхĕ) тата 3,4% — ытти халăх ушкăнĕсем (хамнигансем, цаатансем, уйгур-урянхайсем, тывасем, вырăссем, китайсем). 5 миллион ытла монгол Монголи тулашĕнче (çав шутран 4,8 млн. çын ытла Китайра) пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхе — монгол чĕлхи, аслă ăру хуласенче вырăсла калаçать. Монгол чĕлхине халăхăн 85% ытла пĕлет.
Истори
Çавăн пекех пăхăр
|