|
Раççей Патшалăхĕ, Раççей, Раççей Федерацийĕ (вырăс Российская Федерация, Россия) — Европăн хěвелтухăç енěпе Азин çӳрçěр енěнче вырнаçнă патшалăх. Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшě, 4/5 пайě Европа енěнче пурăнать. Хула çыннисем 73%, 81,5% - вырăссем.
Раççейре 180 ытла (2002 çулхи шутлавĕпе) яхăн халăх пурăнать. Тĕп чĕлхе — вырăс чĕлхи.
Раççейри чĕлхесем
- Тĕплĕнрех Раççей халăхĕсен чĕлхисем статьяна вулăр.
Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.
Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.
Раççей историйĕ
Раççей патшалăхне историн тапхăрĕсенче темиçе ятпа асăннă:
Раççейĕн чи пысăк хулисем
|