Рига

Article on other languages:

del.icio.us del.icio.us
Digg Digg
Furl Furl
Reddit Reddit
Rojo Rojo
Add to OnlyWire

Рига (латыш Rīga) — Латви тĕп хули.

Тупмалли

Халăхĕ

721,8 пинĕ çын (2006) пурăнать.

Географи

Хулана Тинĕсçум айлăмĕнче Ригав тӳремĕнче, Даугава шывĕ Балтика тинĕсĕн Рига заливне юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Ригăн историллĕ пайĕ Даугавăн сылтăм çыранĕнче, Рига заливне юхса кĕриччен 10 çухрăмра никĕсленĕ. Кунта хăйăрлă вырăн, тинĕс шайĕнчен 1-10 м çӳллĕ.

Климат

Ригăра - тинĕ çывăх пулнипе — лăпкă ăшă та нӳрĕклĕ. Çу ытлах ăшă мар, çумăрлă (вăтам температура - утăри - 16,9 °C; нӳрĕк ӳкни — 85 мм). Хĕлле сивĕ мар, уйăхра 10 хутчен юр-пăр ирĕлет (вăтам температура - кăрлачра — 4,7 °C). Юр çĕре раштав варринче хуплать пуш уйăхĕн варрине çитиччен выртать. 40 % яхăн кунсем çумăрлă, çулта нӳпĕк ӳкни 700—720 мм.

Истори

Пĕрремĕш хут хула ятне 1146 е 1156 çулта нимĕç хроникинче асăнннă. Ливон хроникинче Рига вырăнĕ пирки (locus Riga) 1196 çулта çырнă. Официаллă хула пуçламăшĕ 1201 çул — Ригăна пуçласа яраканĕ Бремен нимĕç епископĕ Альберт фон Буксхев(е)ден. 1282 çулта Рига, Любек (нимĕçле Lübeck) тата Висбю хулисем Ганза Сутă-илӳ Пĕрлĕхне кĕнĕ.

1561 çулчен хулана Рига архиепископĕсем хăйсен аллинче тытса тăнă. 1561 - 1581 çулсенче Рига ирĕклĕ хула. 1581—1621 çулсенче — Польша тапхăрĕ. 1621—1711 çулсенче — Швеци тапхăрĕ. Çурçĕр вăрçи (1700—1721) хыççăн Рига Раççей империне кĕрет. 1796 çулта хула кĕперне тĕпĕ.

1918 - 1940 çулсенче тата 1991 çултана Рига — ирĕклĕхлĕ Латви тĕп хули.

Рига ячĕ — Riika скандинави чĕлхисенче «Пурăну вырăнĕ» куçарăнать. Çакă кунта 1201 çулчен скандинави викингисем пурăннине пĕлтерет. Анчах тепĕр халап та пур.



Европăн тěп хулисем
Амстердам | Андорра-ла-Вьеха | Афин | Белград | Берлин | Берн | Братислава | Брюссель | Будапешт | Бухарест | Вадуц | Валлетта | Варшава | Ватикан | Вена | Вильнюс | Дублин | Загреб | Киев | Кишинёв | Копенгаген | Лиссабон | Лондон | Любляна | Люксембург | Мадрид | Минск | Монако | Мускав | Осло | Париж | Прага | Рейкьявик | Рига | Рим | Сан-Марино | Софи | Скопье | Таллин | Тирана | Сараево | Стокгольм | Хельсинки

This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.


Giant Panda

Mercedes Car
James Bond Guide
This site monitored by SitePinger.net