Трофимов Николай Николаевич

del.icio.us del.icio.us
Digg Digg
Furl Furl
Reddit Reddit
Rojo Rojo
Add to OnlyWire
Трофимов Николай Николаевич

Трофимов Николай Николаевич, — Раççейĕн, тата çавăн пекех Совет Союзĕн, паллă актёрĕ. Георгий Толстоногов ячĕпе хисепленекен Пысăк театрĕн актёрĕ. 1920 çулхи кăрлачăн 21 Севастополь хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Мускавра вилнĕ.

1974 çулта РСФСР халăх артисчĕ ятне, 1989 çулта СССР халăх артисчĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. 2000 çулта исскуствăра пысăк йĕр хăварнишĕн "Тăван Çĕршывшăн тава тивĕçлĕ ĕçемшĕн" IV степень ордене панă.

Пурнăçĕ

Хăйĕн пĕрремĕш рольне 14 çулта Севастополь ТЮЗĕнче Хижина дяди Тома спектаклĕнче вылянă. 1941 çулта А.Н.Островский ячĕпе хисепленекен Ленинградри театр институтне вĕренсе пĕтернĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă Вăрçи çулĕсенче çар-тинĕс флочĕнче служить тунă. Малтан ВМФăн Тĕп ансамбльĕн солисчĕ пулса, кайран Хĕрле ялавлă Балти флочĕн театрĕнче актёр пулса. 1944 çултанпа Хĕрле ялавлă Балти флочĕн Таллин театрĕн актерĕ пулнă, 1946-1963 çулсенче Ленинградри комеди театрĕнче вылянă. 1964 çулта Пысăк Академи Драма театрĕн труппине куçнă.

Николай Трофимов театрсенче "Три сестры", "Идиот", "Ханум" тата ытти спектакльсемпе паллă пулнă. Чи чаплă роль — "Пиквик клубĕнчи" мистер Пиквик. 2005 çулхи кăрлачăн 21, 85 çул тултарнă май, вăл юлашки хут сцена çинче çак роле выляса кăтартнă.

Кинора Трофимов "Лев Гурыч Синичкин", "Бриллиантовая рука", "Волшебная сила искусства", "Про Красную Шапочку", "Принцесса цирка", "Полосатый рейс", "Отцы и деды", "Война и мир", "Д'Артаньян и три мушкетера", "На пути в Берлин", "Блокада", "В старых ритмах", "Африканыч", "Невеста из Парижа" "Рыжий, честный, влюбленный...", тата ытти кинофильмсенче вылянă рольсемпе çынсен ăсĕнче юлнă.

This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.


Giant Panda

Mercedes Car
James Bond Guide
This site monitored by SitePinger.net