|
Article on other languages:
|
Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри, пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи пăлхарпа хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Унăн виçĕ диалект пур: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи.
Чăваш чĕлхин характеристикиЧăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ , фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе. Чаваш чĕлхин диалекчĕсемЮлашки çулсенчи тĕпчев ĕçĕсене хисеплесе, хальхи чăваш чĕлхинче тăватă диалект палартнă: у-калакан, о-калакан, касса хăваракан аффикслă, «-ке» диалекчĕ.
Чĕлхен çак диалекчĕсем кашни хăй тĕллĕн чылай тапхăр тăсăлăвĕнче аталанса пынă, çавăнпа вĕсем халĕ те пĕр-пĕрин çине пусăм-сĕм яраймаççĕ. Кашни чăваш диалекчĕн авал хăйĕн патшалăхĕ пулнă. Хальхи чăваш халăхĕ авалхи 5-6 патшалăхĕсенче пурăннă теме сăлтавсен никĕсĕсем пур. Каспиçум сăварĕсем ячĕпе чăвашсен асаттисем Атăл çине куçса килнĕ те паянкунхи чăваш тĕнчин никĕсне çирĕплетсе тăраççĕ. Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсемЧăваш Енре те тулăшĕнче те чăвашла хаçат-журнал, радиопередачисемпе телепередачисем тухаççĕ. Усă куракан кодлăхĕсемВырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:
Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ. Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем
Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусемЧăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр. Çавăн пекех пăхăрКаçăсем
|
||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net