|
Яппун чĕлхи ( яп. 日本語 nihon-go), — япон халăхĕ калаçакан чĕлхе. Японин конституцийнче ун статусне палӑртман пулин те, вăл чăнласах Японин патшалăх чĕлхи пулать. Унпа калаçакансен йышӗ - 128 миллион çын яхӑн (тӗнчери чӗлхесем хушшинче саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать).
Тӗнчепе сарӑлниЯпон чĕлхипе калаçакансен ытларахӑше Япони утравĕсенче пурӑнать. Унсӑр пуçне япон чӗлхипе Корейӑра, Тайваньре, Китайра (Япони оккупациленӗ пулнӑскерсенче) кӑшт усӑ кураççӗ. . Японирен Çурçӗр тата Кӑнтӑр Америкӑна (Калифорнине, Бразилине), Гавайя утравӗсене эмиграциленӗ японецсем те унпа калаçаççӗ. КлассификациЯпон чӗлхи Алтай чĕлхисен çемьине кĕрет (ку йыту çинчен С.А Старостин çырнă диссертацине пăхăр: «Алтайская проблема и происхождение японского языка»[1]). ДиалектсемЯпонин географиллӗ уйрӑмлӑхӗсене (пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑман утравсем, çӳллӗ ту хырçисем) пула япон чӗлхинче вунӑ диалект яхӑн пур. Чи сарӑлнисем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Кансай-бэн (関西弁), Тохоку-бэн (東北弁) тата Канто-бэн (関東弁), Токио тата ун тавралӑхӗн диалекчӗ. Тӗрлӗ диалектпа калаçакан японецсем час-часах пӗр-пӗрне ӑнланмаççӗ (çапах та кашни японец стандартлӑ япон чӗлхине пӗлет). Токио диалекчӗн никӗсӗнче «пӗрлехи чӗлхе» (共通語 кё:цу:го) йӗркеленӗ пулнӑ. Стандартланӑ диалекта 1886-мӗш çултан пуçласа шкулсенче вӗрентме пуçланӑ. Кивĕ яппун чĕлхиКивĕ яппун чĕлхи (урӑх ячĕсем: ахаль япон чĕлхи, Хэйан тапхăрĕн чĕлхи, кивĕ çырулăхлă яппун чĕлхи, бунго) – IX-XII ĕмĕрсенчи япон çырулăхĕн китайланман палăкĕсен чĕлхи. Каярах вӑл бунго (XX ĕмĕрĕн варричченех Японин литература чĕлхи пулнă) никĕсĕ пулса тăнă. Пулса кайниКивĕ яппун чĕлхи Киото диалекчĕн (чи авторитетлă пулнăран) никĕсĕ çинче аталаннӑ. Япон çырулӑхӗЧӑваш тата япон чӗлхисем хушшинчи çыхӑнусемПĕрлехи сăмахлăх
(А.А.Орлов «Чăваш тата япон чĕлхисене танлаштарса тĕпчени»; хальхи вăхăтра тăвăнакан тĕпчев ĕç).
|
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.
Mercedes Car
This site monitored by SitePinger.net